Ял хуҫалӑхӗ
Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуртри пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 197 пин гектар акнӑ, ку вӑл планпа пӑхнин 94,5 проценчӗ пулать. Тӑхӑр районта плана пурнӑҫланӑ. Ытти хӑш-пӗр районта ӗҫе вӗҫлесе пыраҫҫӗ — 8 муниципалитетра 90 процентран иртнӗ. Цифрӑсем тӑрӑх хакласан, улатӑрсем юлса пыраҫҫӗ. Унта планпа пӑхнин 61,1 проценчӗ чухлӗ кӑна акнӑ. Ҫуртрисенчен чылайӑшӗ каярах акмалли культурӑсем иккен, куккуруса унта 2700 га акма палӑртнӑ, хуратула — 500 га. Аграри ведомстви талӑксерен вӑтамран миҫе гектар акнине те тишкернӗ. Кӑҫал вӑл 6,6 пинпе танлашнӑ. Чи вӑйлӑ ӗҫленӗ кун ака уйӑхӗн 29-мӗшне тивнӗ — ун чух 18,4 пин гектар акнӑ. Пӗлтӗр ҫавӑн пек кун ҫу уйӑхӗн 3-мӗшне тивнӗ. Ҫавӑн чухне 17,2 пин гектар ҫӗннӗ. Паянхи кун хуҫалӑхсем ытти культура акасси-лартассипе те ҫине тӑраҫҫӗ. Ҫӗрулмине тунтикун тӗлне 4,8 пин гектар лартнӑ. Кунсӑр пуҫне пахча-ҫимӗҫе 340 гектар, горчицӑна 1125 гектар, пӗр ҫул ӳсекен курӑксене 11,4 пин, нумай ҫул ӳсекеннисене 3,8 пин гектар акнӑ. Улатӑр тата Патӑрьел районӗсенче 400 га сахӑр кӑшманӗ, Улатӑр, Патӑрьел, Комсомольски, Пӑрачкав, Елчӗк районӗсенче 500 га рапс акнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
РФ Ял хуҫалӑх министерствинчен килнӗ Петр Чекмарев, республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов Чӑваш Ене Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерствин ӳсентӑран департаменчӗн директорӗ Петр Чекмарев ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче килсен республикӑна ял хуҫалӑх енӗпе хытах критикленӗ пулать. Федераци ведомствин тӳре-шари Чӑваш Ен юлашки вӑхӑтра ака лаптӑкне 247 пин гектар ҫухатнӑ, пӗрчӗллисене туса илессине икӗ хута яхӑн чакарнӑ тенӗ имӗш. Республикӑра пулнӑ май вӑл Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Комсомольски тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пулнӑ. Унти хуҫалӑхсем ӗҫе аван йӗркеленине палӑртнӑ. Тепрехинче вӑл маршрута хӑй йӗркелеме, кая юлса пыракан районсене ҫитме, акаламан-сухаламан ҫӗрсене пӑхса ҫаврӑнма шантарнӑ-мӗн. Кайран Чекмарев Ҫӗрпӳре иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Унта республикӑн правительствин вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов тата республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Николай Маловпа Олег Мешков, хӑш-пӗр район администрацийӗн пуҫлӑхӗсем, фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем пулнӑ. «Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пулнӑ виҫӗ регионтан пуринчен ытла мана Мӑкшӑ республики килӗшрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче кӑҫал хӑш фермерсене пулӑшассине палӑртнӑ. Конкурса пӗтӗмпе 32 заявка панӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен хушшине, сӑмахран, Тӑвай районӗнчи Сергей Илларионов лекнӗ. Вӑл халӗ те выльӑх-чӗрлӗх сахал мар усрать иккен. Ӳлӗмрен вара сӗт тирпейлекен цех туса лартасшӑн. Илларионов пек телейлисем республикӑра — пиллӗкӗн. Ҫемье выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталанма пулӑшакан программа виҫҫӗмӗш ҫул ӗҫлет. Пӗлтӗрпе виҫӗмҫул патшалӑх Чӑваш Енри вунӑ фермера пулӑшнӑ. Кӑҫал вӗсем валли федераци хыснинчен 16,5 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн, республикӑран — 11,9 миллион. Ҫак «кӗмӗл» кашни фермера вӑтамран 5 миллион тенкӗ тавӑрса памалла мар укҫа лекессине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫӗртме сухи тунӑ лаптӑка культивацилеҫҫӗ Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать тесе ваттисем ахальтен каламан. Республикӑри хресченсем акана вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ ирттермеллине аван ӑнланаҫҫӗ. Май пур таран вӗсем техникине те хӗл каҫипех юсарӗҫ, вӑрлӑхне те ҫӗнетрӗҫ, кондицие ларманнине аласа тасатрӗҫ, удобрение те малтанах янтӑлама тытӑнчӗҫ. Май килнӗ таран ҫӗнӗрен техника туянакансем те пулчӗҫ. Укҫа-тенкине кам епле майлаштарса пырать: кӗсье ҫӳхереххине туйса кивҫен илекенсем те пулчӗҫ. Анчах, тепӗр тесен, кредитне те шанчӑклисене кӑна параҫҫӗ-ха. Ҫапах та хресчен пуҫ усасшӑн мар — тапаҫланать-талпӑнать. Хальхи вӑхӑтра республикӑри пилӗк районта акана тухнӑ. Ҫак йышра — патӑрьелсем, вӑрнарсем, комсомольскисем, пӑрачкавсем тата шӑмӑршӑсем. Вӗсем ҫуртри пӗрчӗллӗ культурӑсене 700-е яхӑн гектар акнӑ, пӗр ҫул ӳсекен курӑксене — 20 гектар. Кунсӑр пуҫне хуҫалӑхсем кӗрхисене апатлантараҫҫӗ тата нӳрӗк тытса хӑварассипе ҫине тӑраҫҫӗ, ҫӗртме сухи тунӑ лаптӑксене культивацилеҫҫӗ, ҫӗрулмине яровизацилеме кӑлараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Акана тухас умӗнхи молебен Пӑрачкав районӗнчи аграрисем республикӑра пуринчен малтан акана тухнӑ тесе пӗлтерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви. Унти «Никулинский» ял хуҫалӑх кооперативӗн механизаторӗсем Дмитрий Волковпа Александр Быков урпа акма тытӑннӑ. Хальлӗхе вӗсем 45 гектар ҫинче акнӑ. Кооператив пӗтӗмпе вара ҫуртрисене 490 гектар акасшӑн. Ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫлама майсем пур тесе ӗнентереҫҫӗ. Вӑрлӑх ака стандартне ларнӑ иккен. Ӑна ҫӗнетме элитӑллӑ вӑрлӑх 20 тонна туяннӑ. Ака техникине вӑхӑтра юсаса ҫитернӗ. Ҫунтармалли-сӗрмелли материал енчен те хӗсӗк мар. Пӑрачкав районӗ кӑна мар, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ те (вӑл та акса-лартса тӑвать) акана тухнӑ. Ҫак ӗҫе вӑл ӗнер пуҫланӑ. Унта та урпа акаҫҫӗ. Вӑрнарсем вӑрлӑха, техникӑна тата хире ҫветить тусах, молебен вуласах тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Съезд ҫак ҫуртра иртнӗ Чӑваш Енӗн аграрийӗсем Раҫҫейӗн ял тӑрӑхӗсен депутачӗсен Волгоград хулинче иртнӗ сьездне хутшӑннӑ. Чӑваш Ен хресченӗсенчен йышра Елчӗк районӗнчи «Прогресс» акционерсен хупӑ обществин ертӳҫи Петр Скворцов, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Нива» кооператив председателӗ Владимир Мурайкин, Красноармейски районӗнчи Леонид Посадский фермер пулнӑ. Ял тӑрӑхӗсен депутачӗсен съезчӗ терӗмӗр те, пирӗн патри халӑх тарҫисем те унта хутшӑннӑ. Депутатсен съездне аграрисем епле лекнӗ-ши тесе ытлашши пуҫ ватма кирлӗ мар. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви кун пирки ӑнлантарнӑ тӑрӑх хакласан, унта чаплӑ хресченсем кайма тивӗҫнӗ. Елчӗк районӗнчи «Прогресс» хуҫалӑх, акӑ, Чӑваш Енӗн аграри отрасльне йӗркелекен хуҫалӑхсенчен пӗри шутланать. «Нива» выльӑх-чӗрлӗх продукцине туса илет иккен, Леонид Посадский фермер сурӑх ӗрчетет. Тӗрлӗ ӑратлӑ ҫак выльӑх паян унӑн 100-е яхӑн-мӗн. Услама вӑл ӗҫ пуҫаракан фермерсене патшалӑх уйӑракан укҫана — «кӗмӗл» виҫи 1 миллион тенкӗ ытла — тивӗҫнипе пуҫарнӑ. Съезда ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑннӑ 2 пине яхӑн делегат хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Фундамента капсула янӑ самант Юлашки ҫусенче фермӑсем пӗтсех пыраҫҫӗ. Чылай ҫӗрте вите-сарай ишӗлсе аннӑ. Етӗрнесем ҫӗнӗ ферма хута янине ырламаллах. Ӑна Мӑн Пакӑш ялӗнче тума тытӑннӑ. Етӗрне районӗнчи Мӑн Пакӑшра «Раҫҫей аталанӑвӗ — ял аталанӑвӗ витӗр» проект пурнӑҫланать. Сӗт-тавар фермине шӑпах унпа килӗшӳллӗн хута янӑ. Етӗрне район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн тӗп специалист эксперчӗ Зоя Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, Мӑн Пакӑшри ферма 200 пуҫ валли пулӗ. Унта 10 ӗҫ вырӑнӗ уҫма палӑртнӑ. Ферма чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче фундамента асӑнмалӑх капсула хунӑ. Строительство пуҫланиччен Тарасий атте кӗлӗ вуланӑ, пулас ферма вырӑнне ҫветтуй шывпа сапнӑ. Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин ҫак проекта пурнӑҫламашкӑн пулӑшма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Шупашкар районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем те ҫуракине хатӗрленсе техникӑна юсассипе паян тӑрӑшаҫҫӗ. Лару-тӑрӑва Гостехнадзорӑн тата Россельхозцентрӑн районти инспекторӗсем вырӑна ҫитсе тӗрӗслеҫҫӗ. Пӗр кунхине вӗсем, тӗслӗхрен, «Атлашевский» кооперативра, «Атлашевская» агрофирмӑра тата «Ольдеевская» агрофирмӑн «Герой» уйрӑмӗнче пулнӑ. «Атлашевский» кооперативра 19 трактортан 16-шне техтӗрӗслеве кӑларма тӑратнӑ, вӗсенчен 14-шӗ тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ. «Атлашевская» агрофирмӑра шутра тӑракан 7 трактортан 6-шне техосмотр валли йӗркеллӗ хатӗрлесе ҫитернӗ. «Ольдеевская» агрофирмӑн «Герой» филиалӗнче 13 трактор. Анчах унта техосмотр валли 6-шне кӑна тӑратнӑ, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ тухайнӑ. Техосмотр тухайман техникӑна тепӗр хут акан 11-мӗшӗнче пахалӗҫ. Ҫураки терӗмӗр те, маларах асӑннӑ хуҫалӑхсенче минераллӑ им-ҫама ҫителӗклӗ янтӑланине пӗлтереҫҫӗ. «Ольдеевская» агрофирма 230 тонна туяннӑ, «Атлашевский» кооператив — 220 тонна. Вӑрлӑх кирлӗ чухлӗ таран пур-мӗн. Ҫунтармалли-сӗрмелли материала та хуҫалӑхсем майӗпен туянаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫур ҫитни кунсерен вӑйлӑрах та вӑйлӑрах сисӗнме пуҫларӗ. Россельхозцентр ӗҫченӗсем нарӑс уйӑхӗнче сывлӑш температури нормӑран 0,8–10,3 градус ӑшӑрах пулнине палӑртаҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхӑн 22–23-мӗшӗсенче кӑна сывлӑш температури нормӑран пысӑкрах пулнӑ теҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн пӗрремӗш ҫурринче кӑнтӑрла сывлӑш температури 6,9 градусран 8 градус таран ӑшӑ тӑчӗ. Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче кӑна сывлӑш температури ытти ҫулхи вӑтам ҫанталӑкран сивӗрех пулнӑ. Хӗвеллӗ ӑшӑӗ ҫанталӑка тата ҫумӑра пула юр хӑвӑрт ирӗлме тытӑнчӗ. Юр кӗске вӑхӑтрах 5–40 сантиметр хулӑнӑш ирӗлнӗ. Шӑши йышши кӑшлакан чӗрчунсем кун пек ҫанталӑка пула хӑвӑрт хастарланнӑ. Ял хуҫалӑх культурисене нарӑс уйӑхӗнче тӗрӗсленӗ те, вӗсен 70,5 проценчӗн тӑрӑмне вӑтам тесе хакланӑ, 27,4 процентне — аван. Специалистсен шучӗпе, хӑш-пӗр районта ҫак уйӑх вӗҫӗнче–ҫитес уйӑх пуҫламӑшӗнче кӗрхисене апатлантарма тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи хуҫалӑхсем ҫур акине хатӗрленме пуҫланӑ. Кӑҫал унти тӗрлӗ категориллӗ хуҫалӑхсенче 16,6 пин гектар ҫинче акса-лартма палӑртнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 1,1 процент нумайрах-мӗн. Хӑш культурӑна миҫе тонна туса илессине те чутайсем палӑртса хунӑ: тӗш-тырӑна 13 пин тонна пуҫтарса илесшӗн, ҫӗрулмине — 14,1 пин тонна, пахча ҫимӗҫе — 2,6 пин тонна. Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культура вӑрлӑхӗ ака валли 812 тонна хатӗрлесе хӑварнӑ. Пӗтӗмпе 995 тонна кирлӗ. Хальлӗхе пуррин 688,6 тоннине тӗрӗсленӗ те кондицие 94 проценчӗ ларнине палӑртнӑ. Апла тӑк акма тепӗр 18 процент ҫитеймест. Ӑна хуҫалӑхсем туянма палӑртаҫҫӗ. Элитӑллине 170 тонна илесшӗн. Хальлӗхе «Коминтерн» кооператив 7 тонна куккурус туяннӑ. Вӑрлӑх хатӗрлессипе лайӑх ӗҫлекенсен хушшинче «Коминтерн», «Нива» кооперативсене, «Свобода» колхоза, Н.И. Лисаевӑн фермер хуҫалӑхне асӑнаҫҫӗ. Минераллӑ удобрение кирлинчен 83 проценчӗ чухлӗ илсе хунӑ, дизтопливӑна — 46 процент. Тракторсенчен 85 процентне юсанӑ, 30 автомобильтен 23-шӗ хатӗр, 21 сеялкӑран — 18-шӗ, 36 культиватортан — 32-шӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Аристарх Иванович чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садюков Николай Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Табаков Владимир Алексеевич, таврапӗлӳҫӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Белова Зоя Степановна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пупин Пётр Степанович, чӑваш кӳлепеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Мичман Павлов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |